День чувашского языка

День чувашского языка

Паян шкулта Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ уяв иртрĕ. Уявра атте-анне чĕлхи пахалӑхĕ ҫинчен калаҫрĕҫ ачасем: «Тăван сăмах, тăван чĕлхе – халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Тăван чĕлхе те пĕрре. Ăна упрасси –пирĕн тивĕç".

Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе
Санпа ман халăх чунĕ те илемлĕ
Çÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Уявра тăван çырулăх ашшĕне Яковлева, чăвашлăхшăн чун ăшшине хĕлхем чĕртсе, çутса хăварнă, саспаллипе çырулăха пире ыр пил парса хăварнă ӑсчах ҫинчен те ӑшӑ сӑмахсем каларĕҫ.