Итоги недели чувашского языка

#Чӑваш чӗлхипе литература эрни - 2022 пирěн шкул пулӑмӗсем))))))))))))))

19.04.2022
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрнине уçрăмăр.
«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев.
Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.
Иван Яковлевич хăйĕн хайлавĕсенче халăх йăли-йĕрки çинчен, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр «Чăваш халăхне панă халал» — пил сăмахĕ — çырса хăварнă. Ачасемшĕн çак произведенисен шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ.
Çырмапуçěнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта чăваш чĕлхи кунне Иван Яковлевич Яковлева халалласа 1-9 классенче уроксемпе класс сехечĕсем, иртрĕç. Ачасем иртекен мероприятисенче активлă хутшăнчĕç. Хăйсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине пĕр-пĕрне каласа пама тăрăшрĕç.
22.04.2022
Кěçěн тата вăтам классенче вěренекен ачасемпе сăвă вулакансен «Анне чунě евěр çепěç чěлхене упрар ěмěре» конкурсě иртрě. Çак конкурс атте-анне чĕлхипе илемлĕ калаçма тата çырма пултаракансене палăртма пулăшрĕ. Апла пулсан, чĕлхемĕрĕн малашлăхĕ пур.
23.04.2022
Ачасем «Чăвашсен Аслă патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев» викторина ыйтǎвĕсене хуравларĕç. Ку викторинăн тĕллевĕсем — ачасене И.Я.Яковлев кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси, вăл чăваш халăхěшĕн чăн-чăн улăп пулнине ăнланса илме пулăшасси, ачасен ăславлă шухăшлавне, чĕлхе туйăмне аталантарасси, тимлĕ пулма вĕрентесси. И.Я.Яковлевăн кун-çулне, ĕçĕ-хĕлне пăхса тухрăмăр. Викторина тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç.
19-25.04.2022
Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх традицийĕсене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе шкул вулавăшěнче «Чăвашсен Аслă патриархě Иван Яковлевич Яковлев» кěнекесен выставки иртрě. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç.
25.04.2022
Чăваш чĕлхи куне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» иртрĕ.
Кěçěн класра вěренекенсем И.Я.Яковлев çырнă «Ача-пăча калавěсем» кěнекипе паллашрěç, ÿкерчěксен конкурсěнче хутшăнчěç.
Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та.