День чувашского языка в школе.

Паян чăваш чĕлхи кунне шкулта уявларăмăр. Пур ача та, вĕрентекен те уява хаваспах хутшăнчĕç. Кашни ача чăваш чĕлхи пуянлăхне тата илемлĕхне туйса сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç.

Иксĕлми çăл куç шаралакĕн

Шăнкăртат, тăван чĕлхем.

Хурланса пĕр çын шарламĕ,

Чĕлхемрен тухать хĕлхем.

Савăнатап эп чăваш пулнишĕн,

Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кеперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.

Паянхи кун  ачасемпе вĕрентекенсем «Пĕтĕмешле  чăваш диктанчĕ-2017» хутшăнса хăйсен ăслăлăхне, чăвашла  çырма пĕлнине тĕрĕслерĕç.